Арçын ачасем нумайрах çуралнă
Пурнăçра демографиллĕ лару-тăру паллă вырăн йышăнать. Февраль уйăхĕнче 18 ача: 11 арçынача тата 7 хĕрача çуралнă.
Вилнисен шучĕ яланхиллех нумай. 48 çын: 24 хĕрарăм тата 24 арçын пурнăçран уйрăлнă. Арçынсен çулĕсене тишкерсен, 50-а çитейменнисем 3-ĕн, 80-ран иртнисем те çавăн чухлех вилнĕ. Хĕрарăмсене илсен, 50 çула çитейменнисем 3-ĕн, 80-ран иртнисем 10-ăн, 90-ран иртнисем 2-ĕн çут тĕнчерен уйрăлнă. Пĕтĕмĕшле илсен, арçынсен ĕмĕрĕ 66 çулпа, хĕрарăмсен 75 çулпа танлашрĕ.
Икĕ уйăхри кăтартусем çавнашкал. Пурĕ 29 ача: 16 арçынпа тата 13 хĕрача çуралнă. Çавăн пекех 79 çын вилни паллă: 36 арçын тата 43 хĕрарăм.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета