Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сцена çине спектакльсемпе тухĕç

  Аслă Çĕнтерÿ 60 çул çитнине халалласа районта тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Культура ĕçченĕсем те хăйсем ирттерекен пĕтĕм культурăллă-массăллă ĕçĕсене çак уява халалланă. Акă, çитес эрнере «Ахрăм-Мухтав» ятпа драма коллективĕсен пултарулăхне пăхса тухма палăртнă. Пирĕн районта кашни культура çурчĕ çумĕнчех драма кружокĕсем йĕркеленнĕ. Пĕтĕмпе 63 вĕсем. Кунта ачасен драма кружокĕсем те кĕреççĕ. Коллективсем малтанах зонăсенче пухăнĕç. Чи лайăх спектакльсене Элĕкри культура çурчĕн сцени çинче кăтартĕç. Пултаруллисем вара апрель пуçламăшĕнче Хĕрлĕ Чутай районне кайĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 марта 2005
00:00
Поделиться