Энерги вăрласси аталаннă
Электроэнергие вăрланипе çыхăннă тĕслĕхсене тупса палăртас, усă курнă электроэнергишĕн тÿлессинчен пăрăнакансене асăрхаттарас енĕпе пирĕн районта анлă рейд ирттернĕ. 16 ялта рейдсен вăхăтĕнче 39 акт çырнă, 101762,01 киловатт-сехет электроэнергипе саккунсăр усă курнине тупса палăртнă. Вăрлассин чи анлă сарăлнă мелĕ - çурт патне пыракан лини çине провод ывăтса ярса çыхăнни.
Электроэнерги вăрлакансен çулне татăклăн пÿлес тĕллевпе нумаях пулмасть Элĕк районĕнчи электросеть çумĕнче контролерсен службине йĕркеленĕ. Халĕ вĕсем ялсем тăрăх кашни кун çÿрĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета