Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Съезда элĕксем те хутшăнчĕç

  Шупашкарта республикăри краеведсен, халăх академикĕсен съезчĕ пулчĕ. Унта иртнĕ тапхăрти ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, малашнехи тĕллевсене палăртрĕç.

  Съезда пирĕн район представителĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсен йышĕнче – Элĕкри краеведенипе халăх музейĕн директорĕ Г.К. Терентьев, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен совечĕн председателĕ А.А. Ананьев, тĕп библиотекăри краеведени пайĕн ертÿçи М.К. Архипова, Мăн Ямашри Г.А. Савельев краевед тата ыттисем те.

  Краеведени енĕпе активлă ĕçлесе, 6 кĕнеке кăларнă Александр Ананьева «Халăх академикĕ» ят пачĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 марта 2005
00:00
Поделиться