2005 çулхи çулталăк учителĕ паллă
Çулталăк учителĕ пулассишĕн вĕрентекенсем районти культурăпа кану центрĕн сцени çинче хăйсен пултарулăхне пур енлĕ кăтартрĕç.
Жюри членĕсем 4 шкулти 5 вĕрентекен пултарулăхне тивĕçлĕ хак пачĕç. Тавăт шкулĕнчи О.М. Михайлова музыка учителĕ пĕрремĕш, Мăн Вылă шкулĕнчи Г.И. Иванова чăваш чĕлхине вĕрентекен – иккĕмĕш, Юнтапа шкулĕнчи кĕçĕн классен учителĕ А.Н. Краснова виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Конкурса Йăлкăш шкулĕнчи математикăна вĕрентекен Л.В. Свисткова, Тавăт шкулĕнчи вырăс чĕлхине вĕрентекен Н.Г. Герасимова та хутшăнчĕç.
«2005 çулхи çулталăк учителĕ» ята Тавăт шкулĕнчи музыкăна вĕрентекен Ольга Михайловна Михайлова çĕнсе илчĕ.