Хуçалăх ăратлă сурăхсем усрать
Ял хуçалăхĕшĕн çăмăл мар вăхăтра тупăш илессине ÿстерес тĕллевпе çĕнĕ майсем шырамасăр май çук. Çавăнпах «Волга» хуçалăха ерсте пыракансем сурăхсем ĕрчетме шутланă. Çавна май Муркаш районĕнчи «Герой» хуçалăхран ăратлă выльăхсем туяннă. Вăрманкасра халĕ 15 сурăх усрама пуçланă. Çак кунсенчех кĕтĕве ăратлă такасем те хутшăнчĕç.
Хуçалăхри сысна ферми япăх мар ĕçлени курăнать. Ку йыш иртнĕ çулхи экономика ăмăртăвĕнче мала тухрĕ. Ĕçченсен кăçалхи ĕмĕчĕсем те пысăк. Кĕтĕве çĕнетес тесе çак кунсенче «Новый путь» хуçалăхран 3 сысна аçи илсе килнĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета