Ырă ĕçрен пăрăнар мар
Сывă пурнăç йĕркине пропогандăласси, экологи хăрушсăрлăхĕшĕн кĕрешесси, хÿтлĕхсĕррисене социаллă пулăшу парасси – Ырă ĕçсен эрнин тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Апрелĕн 4-мĕшĕ тĕлне пур организацисен те ку тĕлĕшпе ятарлă план туса хатĕрлемелле. Çак мероприятие ака уйăхĕн 23-30-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă. Пĕтĕм организацисемпе предприятисем хăйсен территорийĕсенче тирпейпе илем кĕртессишĕн тăрăшĕç, шкулсенче ырăлăх урокĕсем иртĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета