Паллă боксерсене кĕтеççĕ
Пирĕн районта бокс ăмăртăвĕсем 25 çул каялла вăй илме пуçланă. Спортăн çак енне пуçараканĕсем Мăн Вылăри Юрăпа Саша Викторовсем, Толя Константинов, Элĕкри Радикпа Ролий Петровсем пулнă. Хальхи вăхăтра районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчи бокс секцине ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Гордеев ертсе пырать. Чĕрĕк ĕмĕрхи юбилей ячĕпе тата Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарнине халалласа апрелĕн 9-10-мĕшĕсенче Элĕкре çамрăк боксерсен республикăри 8-мĕш ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Йăлана кĕнĕ турнира кашни çулах Чăваш Енри паллă спортсменсем хутшăнаççĕ. Кăçал та çамрăк боксерсен ăмăртăвĕсене тĕнче, Европа чемпионачĕсенче çĕнтернĕ Валерий Львов, Валерий Лаптев, ытти паллă боксерсемпе тренерсем, судьясем килесси çинчен пĕлтернĕ. Апла пулсан рингри тупăшусем çивĕч те интереслĕ иртĕç.