Тĕрĕслевлĕ пĕрлехи экзамен иртнĕ
Элĕкри вăтам шкулта районти 345 вĕренекен математика предмечĕпе тĕрĕслев экзаменĕ тытрĕç. Унăн тĕп тĕллевĕ ачасен пĕлÿ шайне хакласси мар, экзамена мĕнле йĕркелесе иртересси тата технологи енчен лайăхрах мелсем шырасси пулса тăчĕ. Кĕтнĕ пĕтĕмлетÿсем кăмăла çĕклерĕç.
Вĕренÿ процесĕ пурнăçпа пĕр шайра пулса пытăр тесе ку системăри ĕçченсем сахал мар тăрăшаççĕ. Акă, апрелĕн 6-мĕшĕнче Ехремкасси шкулĕнче биологи тата хими предмечĕсене ертсе пыракансемпе семинар ирттернĕ. Унта электронлă учебниксемпе усă курассии çинчен чарăнса тăнă. Вĕрентекенсем вĕренекенсем вырăнĕнче пулчĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета