Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнтерÿçĕ-офицерсене халалланă

   Аслă Çĕнтерÿ 60 çул çывхарса килнĕ май Анатри Татмăшри Александр Ананьев учитель-пенсионер хăйсен черетлĕ 9-мĕш кĕнекине пичетлесе кăларнă. Вăл «Аслă вăрçă офицерĕсем...» («Офицеры Великой Отечественной...») ятлă. Унта автор Элĕк тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ ентешсем -  Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хутшăннă офицерсем çинчен çырса кăтартнă. Çĕнĕ кĕнекене Аслă вăрçа хутшăннă офицерсене ял администрацийĕсем тăрăх вырнаçтарса тухнă. Унта кашни офицер ăçта, хăçан çуралнине çырса панă. Çапăçу хирĕнче пуç хунисене (вĕсем районĕпе 142), Çĕнтерÿпе таврăннисене (пурĕ 178) уйрăммăн çырса кăтартнă. Кĕнекене çавăн пекех офицер званине вăрçă хыççăн панисен ячĕ-хушамачĕсене те кĕртнĕ, чылай фронтовиксен сăнĕсене пичетленĕ. Кĕнекене Элĕкри музейра туянма май пур.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 апреля 2005
00:00
Поделиться