Ĕçсĕррисен шучĕ ÿссех пырать
Кăçал ĕçсĕррисен хисепĕ ÿссех пырать. Иртнĕ çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне 152 çын шутланнă пулсан, кăçал – 208 çын. Çав хушăрах ĕç вырăнĕпе тивĕçтерессипе япăх мар ĕçлени курăнать. Пĕлтĕр 117 çынна ĕç тупса панă пулсан, кăçал – 148 çынна. Республика тулашне 13 çын вырăнне 15 çынна, обществăлла ĕçсене 32 çынна янă.
Центр ĕçĕнчи пысăк чăрмав – федераллă бюджетран укçа-тенкĕ сахалтарах уйăрни. Республикăран финанс пулăшĕвĕ пачах илмен. Çавна май професси илме вĕренме çынсене нумаях яраймастпăр. Пĕлтĕр ку вăхăтра 62 çын специальноç илме кайнă пулсан, кăçал – 38 çын çеç. Ял хуçалăх отраслĕнчи йывăрлăхсем те центр ĕçĕнче нумай чăрмантараççĕ. Юлашки вăхăтра хуçалăхсенче ĕçлекенсен хисепĕ 2500 çын шутланать. Тăватă-пилĕк çул каялла ку хисеп 5500 çынран та иртнĕ.