Ĕç укçипе парăм пур
Организацисем (пĕчĕк предпринимательство субъектсăррисем) тăратнă сведенисем тăрăх, 2005 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе ĕç укçипе пĕтĕмĕшле парăм 2280 пин тенкĕ шутланать. Ку мартăн 1-мĕшĕ тĕлне пулнă парăмран 266 пин тенкĕ сахалрах (10,4 процент чакнă).
Организацисем ĕç укçине вăхăтра тÿлейменнипе 1195 ĕçчен умĕнче парăмра. Уйăх каялла вĕсен шучĕ 209 çын ытларах пулнă.
2005 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ валли парăмăн калăпăшĕ экономика ĕçĕ-хĕлĕ енчен тĕрĕслев ирттернĕ субъектсенчи ĕçченсен ĕç укçин уйăхсеренхи фондĕнчен 2,9 хут пысăкрах.
Ĕç укçи вăхăтра паман организацисен шучĕ вунвиççĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета