Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

601 çемье субсиди илнĕ

  Кăçалхи пĕрремĕш кварталта район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайне субсиди илме 601 çемьерен пынă. Çав шутран 441-ĕшĕ - çĕр кăмрăкĕ, брикет, вутă туянассипе тата газпа усă курнăшăн, 160-ĕшĕ – пурăнмалли çурт-йĕрпе комуналлă пулăшушăн тÿлеме.

   Виçĕ уйăхра субсиди пурĕ 863 пин тенкĕ панă, хытă топливо илме тата газшăн тÿлеме – 632,9 пин тенкĕ, пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшушăн тÿлеме – 230,1 пин тенкĕ. Субсиди парасси малалла та пырать.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 апреля 2005
00:00
Поделиться