Хĕрарăм ертÿçĕсен йышĕ хушăнать
Хальхи çăмăл мар вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсене хĕрарăмсем ертсе пыни пархатарлă. Кусем – «Прогресс» хуçалăхри Надежда Прохорова, «Волгăри» - Светлана Кудрявцева, «Токташи» хуçалăхри Алена Ефремова. Нумаях пулмасть йыша тепĕр хĕрарăм хушăнчĕ. Вăл – «Ямаш» хуçалăхри Зоя Димитриева.
Зоя Николаевна – бухгалтер профессине алла илнĕ. Вăл маларах пĕр хушă çак хуçалăхах ертсе пынăччĕ. Çавна май ертÿçĕ ĕçĕнче опычĕ те пур унăн. Анчах та япăхса кайнă кооператива малалла туртса пыма нумай вăй-хал кирлĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета