Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пултаруллă учительсем ачасен таланчĕсене аталантараççĕ

Иртнĕ эрнере Чăваш патшалăх университетĕнче 2005 çулхи наука эрни пуçланчĕ. Çакăнпа пĕрлех студентсен наука конференцийĕ ĕçлерĕ. Ăна Аслă Çĕнтерÿ 60 çул çитнине халалланă. Студентсен наука конференцийĕнче творчествăлла тĕпчев ĕçĕсемпе Элĕкри вăтам шкулта вĕренекен 6 ача хутшăнчĕ. Республикăна унăн тулашĕнчи çĕршер шкул ачи хушшинче вĕсем виçĕ малти вырăна йышăнма пултарчĕç. Çакă ял ачисем наукăпа тĕпчев ĕçĕсенче хулара вĕренекенсемпе тан тупăшма пултарнине кăтартса пачĕ. I-мĕш степеньлĕ диплома Наталья Семеновнăн «Чувашские и немецкие праздники» тĕпчев ĕçĕ тивĕç пулчĕ. Нимĕçле паракан ыйтусем çине çав чĕлхепе хуравлани хĕр ĕçĕ чи çÿллĕ шайра пулнине çирĕплетрĕ. «Ĕç тухăçлăхне куç умне кăларма пултарнишĕн, хамăн вĕренекен пултарулăхне çивĕч кĕрешÿре çирĕплетнĕшĕн эпĕ питĕ кăмăллă», - терĕ наукăпа тĕпчев ĕçне хатĕрлес енĕпе ертсе пыраканĕ, нимĕç чĕлхине вĕрентекен Галина Николаевна Михайлова.

Кира Игнатьевăн «Социальные конфликты», Алевтина Ефимовăн «Пропавшие без вести» наукăлла ĕçĕсем II-мĕшпе III-мĕш степеньлĕ дипломсене тивĕçрĕç. Ку ĕçсем те тĕпчевлĕ, творчествăллă пулнипе палăрчĕç. Ертсе пыраканĕ – Эдуард Константинович Волков, историпе географи учителĕ. Çамрăк, ÿссе пыракан педагог ачасене çирĕп пĕлÿ пама пултарнипе палăрса тăрать. Педагогика ĕçĕн çĕнĕ технологийĕсене алла илсе пырать, ĕçре усă курать. Кăçал компьютер техникипе электронлă пĕлÿ хатĕрĕсемпе усă курса ирттернĕ уроксен районти конкурсĕнче пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ.

Пултаруллă учительсем вĕренекенсен таланчĕсене малалла аталантарассине вăйлатма пултараççĕ пулсан, шкулăн пуласлăхĕ пур-ха, тесе калас килет çак çитĕнÿшĕн çÿлте асăннă вĕренекенсемпе учительсене ăшшăн саламласа.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 апреля 2005
00:00
Поделиться