Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Музей экспоначĕсем Шупашкара çитрĕç

  Апрелĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарта хальхи вăхăтри истори архивĕн вулав залĕнче «Пĕтĕмпех фронт валли, пĕтĕмпех çĕнтерÿшĕн» ятпа курав уçăлчĕ. Вăрçăн пĕрремĕш кунне халалланă документсен презентацийĕ пулчĕ. Куравра вăрçă темипе çыхăннă сăн ÿкерчĕксем, хаçатри статьясем, фронтран çырнă çырусем питĕ йышлă. Кунта Чăваш Сурăм халăх музейĕн 20 ытла экспоначĕ хăй вырăнне тупни çинчен пĕлтерме уйрăмах кăмăллă: совет салтакĕн тумĕ, япалисем, миномет гильзисем тата ытти те. Çавăнтах вăрçă вăхăтĕнчи çар уставĕсемпе те паллашма пулать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 апреля 2005
00:00
Поделиться