Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăватă пушар пулнă

   Кăçалхи пĕрремĕш кварталта районта 4 пушар пулнă. Çавна май 100 пин тенкĕлĕх пурлăх пĕтнĕ. Вутçулăмра пурăнмалли 1 çурт, 2 сооружени, 1 автомобиль çуннă.

   Экономика объекчĕсенче пушарсем пулман. Вĕсен хисепĕ автотранспортра ÿснĕ. Пушарсем ытларах пурăнмалли секторпа палăрнă.

  Инкексен тĕп сăлтавĕ – электрооборудованипе кирлĕ пек усă курманни, ăшăтакан агрегатсене пăхса тăманни, ачасем вут-çулăмпа ашкăнни.

   Пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманшăн должноçри 9 çынна явап тыттарнă. 3 объект ĕçне, электросетĕн, агрегатсен, установкăсен 15 участокне чарса лартнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 апреля 2005
00:00
Поделиться