Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

100 çул пурăнма çăмăл мар

Элĕк Енре 100 çултан иртнĕ çынсем пурăнни çинчен пĕлтернĕччĕ. Тени ялĕнчи салтак арăмĕ, тыл ĕçченĕ Татьяна Семеновна Семенова кăçалхи январьте 101 çул тултарнăччĕ. Шел пулин те, хисеплĕ ватă май уйăхĕн 14-мĕшĕнче вилсе кайнă.

   Пĕр ĕмĕрхи юбилее часах – июнĕн 22-мĕшĕнче Эренар ялĕнчи Ефросиния Афанасьевна Афанасьева палăртмалла. Вăл 100 çул тултарасса шанатпăр тата кĕтетпĕр. Анчах çав чикке çĕнтерме çăмăл мар паллах.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 мая 2005
00:00
Поделиться