Ачасем укçаллă пулчĕç
Элĕк салинче тирпейме илем кĕртес ĕçре шкул ачисем те активлă хутшăннине палăртса хăвармалла. Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне урамсене çÿп-çапран тасатас тесе Элĕкри вăтам шкулти 40 вĕренекен 10 кун тăрăшрĕç. Тепĕр 4 шкул ачи Элĕкри вăрман хуçалăхĕнче йывăçсем лартассипе ĕçлерĕç.
«Аликовский Тепловодоканал» организаципе вырăнти администраци килĕшÿ тунă хыççăн çакăн пек йышăну тунă. Вĕсем ачасене хăйсен ĕç обьекчĕсене кăтартса пынă. Кашниех, федераци бюджечĕ уйăрнипе, 255-шер тенкĕ ĕçлесе илчĕ. Вĕренекенсем питĕ кăмăллă юлчĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета