Яшсем салтака каяççĕ
Çурхи призыв тапхăрĕ малалла пырать, комисси витĕр тухнисем çара кайма хатĕрленеççĕ. Ку призыв вăхăтĕнче хĕрĕхе яхăн каччăна салтака ăсатмалла пулсан, хальлĕхе Тавăт ялĕнчи А. Яковлев кăна çар тумне тăхăннă. Служба вăхăтĕнче радиотелеграфист пулĕ вăл. Ку специальноçа çар ĕç комиссариачĕ сĕннипе алла илнĕ каччă. Майăн 24-мĕшĕнче районти тата тепĕр пиллĕк çемьере ашшĕ-амăшĕсем пил сăмахĕсем каласа хăйсен ывăлĕсене çара ăсатĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета