«Вирьял шевлисем» фестиваль
Çурхи ĕçсем вĕçленсен Элĕкре çулсеренех тури чăвашсен «Вирьял шевлисем» юрă-ташă фестивальне иртереççĕ. Кăçал ăна 10-мĕш хут палăртрĕç. Элĕке республикăри Вăрнар, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле, Муркаш, Етĕрне, Шупашкар, Çĕрпÿ, Вăрмар, Канаш районĕсенчи тата Тутарстанри Чистай (Чистополь) хулинчи фольклор ушкăнĕсем пухăнчĕç.
Элĕксене республикăри эстрада юрăçисем Алина Михайлова, Александр Ильин, Надежда Кузьмина, Валерий Дмитриев, Григорий Вакку, Надежда Рыбкина, районсенчен килнĕ Олег Спиридонов, Катя Филиппова, Юрий Пантелеймонов, Аня Иванова, Олимпиада Игнатьева, Оксана Алексеева, Александр Никитин юрăçсем, «Грация», «Грейси перл» ташă ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.