Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

41 çынна штраф панă

  Темле пăрăнса юлас тесен те, саккуна хирĕçле тунă ĕçсемшĕн явап тытма тиветех. Кăçалхи тăватă уйăхра районти административлă комисси аллине административлă йĕркене пăснă 49 ĕç лекнĕ. Вĕсенчен 19-шĕнче хĕрарăмсене, 30-шĕнче арçынсене пăхса тухнă. 22 материалĕ килте тунă эрехе сутнипе, спиртлă шĕвеке килте упранипе çыхăннă. Çемьере харкашу çĕкленĕ 19 ĕçе тишкернĕ. Вĕсене пăхса тухнă хыççăн 41 çынна штраф панă, 8-шне асăрхаттарнă.

   Штрафсен пĕтĕмĕшле сумми 57100 тенкĕпе танлашать, пурĕ 33600 тенкĕ шыраса илнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 мая 2005
00:00
Поделиться