Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ялта сĕт сутакан чылай

Халĕ ĕлĕкхи мар. Хресченĕн анкарти хыçĕнче кăна мар, хирте те самаях пысăк çĕр лаптăкĕ пур. Çавна май выльăх апачĕ çителĕклĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ хăш-пĕр çын килти хуçалăхра икĕ-виçĕ ĕне усрать.

Çакна шута илсе «Дружба» хуçалăхра халăхран ытлашши сĕте сутăн илессине лайăх йĕркеленĕ. Ку енĕпе «Слава», «Волга» хуçалăхсем те пĕр вăхăт ĕçленĕ, анчах сĕт пухакан уйрăм çынсем пырса çÿренĕрен ĕç-пуç чарăннă. «Халăхран ытлашши сĕте пухса вырнаçтарни икĕ еншĕн те усăллă», - палăртаççĕ специалистсем.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 июня 2005
00:00
Поделиться