Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Каникулта ĕç кĕтет

  Çулсеренех çуллахи каникул вăхăтĕнче ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă ачасене шалу илме майсем туса паратпăр. Пĕр сăмахпа каласан, вĕсене ĕçе вырнаçтаратпăр. Кăçалхи вĕренÿ çулĕ вăхăтĕнче пирĕн центр урлă 91 çамрăк ĕç вырăнĕллĕ пулнăччĕ. Вĕсем Элĕкри «Тепловодоканалта» (37), вăрман хуçалăхĕнче (4), ял администрацийĕнче (4) вак-тĕвек ĕçсене пурнăçларĕç. Çĕртме уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен тепĕр 21 ачапа вуникĕ кунлăх килĕшÿ турăмăр. Кусем Йăлкăш, Вутлан, Элĕк шкулĕсенче пĕлÿ илекенсем. Çак кунсенчех Мăн Ямаш, Тени шкулĕсенче вĕренекенсем пирĕн урлă ĕçе вырнаçĕç. Вĕсем уйăхра 720 тенкĕ ĕçлесе илме пултарĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 июня 2005
00:00
Поделиться