Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Строительсем объекта уявччен хута ярĕç

  Районти тĕп больницăн тасатмалли сооруженийĕ кивĕ. Икĕ çул каялла вара ку çурт ишĕлме пуçланă. Райбольницăн тĕп врачĕ А. Платонов пулăшупа райадминистрацине пĕрре мар тухнă, анчах унăн ыйтăвне тивĕçтересси тăсăлса кайнă. Кăçал, акă, ЧР Президенчĕ Н. Федоров кунти лару-тăрăва ăнланса илнĕ май, правительство Элĕк район больницине пулăшу пама хушнă. Тасатмалли сооружение юсама кĕçех республика бюджетĕнчен 600 пин тенкĕ куçарса панă. Халĕ ку объектра юсав ĕçĕсем лайăх пыраççĕ, строительсен ытларах вак-тĕвек тумалли çеç юлнă. Республика кунĕ тĕлне ку сооружени хута каймалла.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 июня 2005
00:00
Поделиться