Райпо сĕт-çу йышăнать
Районти потребительсен обществи халăхран сĕт-çу продукчĕсем туянассипе чылай çул ăнăçлă ĕçлет. Халĕ кашни ялти магазин сĕт йышăнакан пункт пулса тăнă. Ан ÿркен кăна, ирхине ĕне сурăн – сĕтне тÿрех лавккана кайса пар. Сутуçăсем ку продукта тÿрех йышăнаççĕ, уншăн укçан е тĕрлĕрен таварсемпе тÿлесе татаççĕ. Райпо ĕçĕнче тепĕр çĕнĕлĕх палăрчĕ. Юлашки вăхăтра Элĕкри сĕт-çу завочĕ темиçе алла куçрĕ, предприяти хупăнса ларас патнех çитрĕ. Ăна тухăçлă ĕçлеттерес тĕллевпе райпо сĕт-çу заводне арендăна илнĕ. Ку завод халĕ халăхран та, хуçалăхсенчен те сĕт йышăнать. Ÿлĕмрен сĕт вырнаçтарас тесе Вăрнара, Çĕмĕрлене е ытти çĕре кайса çÿреме кирлĕ мар. Райпо тÿлекен налуксем те вырăнти бюджетах юлаççĕ.