Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Субсидипе тивĕçтереççĕ

  Районти социаллă хÿтлĕх пайĕ ял çыннине пулăшу панине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Çемьесене пурăнмалли çуртшăн тÿлессине тата коммуналлă пулăшусемшĕн субсидипе тивĕçтересси йăлана кĕчĕ. Иртнĕ пилĕк уйăхра çÿлерех асăннă пулăшупа 145 çемье усă курнă. Вĕсене субсиди тÿлеме пурĕ 377,0 пин тенкĕ кайнă.

  Çавăн пекех районти социаллă хÿтлĕх пайĕ вутă-шанкăпа çĕр кăмрăкĕ туянма та субсидипе тивĕçтерет. Кăçал çакăн йышши ыйтупа 754 çемье пынă. 683 çемье 1100,4 пин тенкĕлĕх пулăшу илнĕ те ĕнтĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 июня 2005
00:00
Поделиться