Каччăсем салтака каяççĕ
Çар тивĕçне пурнăçласси кашни каччăн тивĕçĕ. Çак тапхăрта ĕнтĕ шăпах ялсенче салтак юррисем ытларах та ытларах илтĕнеççĕ. Çирĕп сывлăхлă, ăс-хакăл енчен пуян çамрăксем икĕ çуллăха ашшĕ-амăшĕпе тăванĕ-пĕтенĕпе, сывпуллашаççĕ. Паянхи кунччен пирĕн районтан 18 каччă салтак тумне тăхăнма та ĕлкĕрнĕ. Çĕртме уйăхĕн вунулттăмĕшĕнче вара Какаçри М. Романовпа Çирĕккассинчи Г. Степанов вăрăм çула тухрĕç.
Яш-кĕрĕмсем çар тивĕçне çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурнăçлĕç. Пограничник, моряк, типçĕр çинчи, шалти ĕçсен пайĕнчи çарсенче службăна ирттерĕç. Çуллахи призыв вĕçлениччен тата тепĕр 20-е яхăн çамрăк салтак тумне тăхăнмалла
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета