Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăксем кредитпа усă кураççĕ

   Çамрăксем – ял илемĕ, унăн малашлăхĕ. Хальхи вăхăтра, йывăрлăхĕ нумай пулин те, пурте хуланалла тапмаççĕ, тăван кĕтесе юлакансем те пур. Каччăсем, акă, çемье çавăраççĕ те - çĕнĕ çурт-йĕр тăвасси пирки канăçсăрланма пуçлаççĕ. Кăçалхи пиллĕк уйăхра районта çичĕ çамрăк çемье 2 миллион та 824 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Çавăн пекех тăхăр çемьене каялла тавăрса памалла мар субсиди 406,7 пин тенкĕлĕх панă.

  Паянхи кун пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе учетра 50 çамрăк çемье тăрать. 16 çемьен ыйтăвне вара татса панă.

     Ялсенче никам пулăшăвĕсĕр çурт-йĕр çĕнетекенсем те çук мар. Вĕсем тĕрлĕ çĕре кайса ĕçлесе килнĕ укçа-тенкĕпе пÿрт çĕклеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 июня 2005
00:00
Поделиться