Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Завод хăрушсăрлăх кăларса тăратмасть

Кăçал хута кайнă Элĕкри строительство материалĕсен завочĕ халăхра тĕрлĕ сас-хура çуратрĕ: экологи вараланать, çав тăрăхра пурăнакансен сывлăхне хавшатать. Ку ыйтупах Элĕк çамрăкĕсен ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, район больницин тĕп врачĕ А. Платонов патне çырупа тухнă. Анатолий Иванович район администрацийĕн пуçлăхне çĕнĕ завод пирки ăнлантарса пама ыйтнă. В. Анисимов çапла çырса пĕлтернĕ: «Строительство материалĕсем кăларакан завод тунă чухне ЧР Ĕç министерствинчен, РФ патшалăх санитарипе эпидемиологи службинчен тата ытти çĕртен килсе тĕплĕн тĕрĕсленĕ. Вĕсем палăртнă тăрăх завод Элĕкре пурăнакансен сывлăхĕшĕн сиенлĕ мар».



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 июня 2005
00:00
Поделиться