Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕçсĕррисем чакрĕç

Çын ĕçсĕр пурăнаймĕ. Ĕç вырăнĕсĕр юлнисене пулăшасси - ĕçе вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен центр тĕллевĕ. Ку енĕпе куллен тимлетпĕр. Çавна май ĕçсĕррисен хисепне палăрмаллах чакарма май килчĕ. Иртнĕ уйăхра вĕсем 196-ăн шутланнă пулсан, июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 167 çын учетра тăрать.

  Ку таранччен 158 вĕренекене ĕçпе тивĕçтернĕ. Обществăлла ĕçсене 39 çынна янă. Ĕçсĕррисем стройкăсенче те вăй хураççĕ.

  Професси илме вĕренме ярассипе кăтартусем япăхрах. Çакă укçа-тенкĕ сахалтарах уйăрнинчен килет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 июля 2005
00:00
Поделиться