Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Йывăçсем вăй илсе чĕрĕлеççĕ

Парксемпе садсен çулталăкĕнче элĕксем 61571 çамрăк йывăçа çĕнĕ пурнăç парнеленĕ. Ехремкассинче 85 хурăнран тăракан Астăвăм аллейи, Мăн Вылăра çут тĕнчене тин килнĕ пепкесен, Урпашра вара амăшĕсен аллейисем хута кайнă. Шĕмшешри вăтам шкулта вĕренекенсем шкул пĕтерекенсен паркне хывнă. Элĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем те 1300 улма йывăççи лартнă.

Карачурари вăтам шкулта вĕрентекен Н. Михайлова спорт площадки хĕррине 180 çамрăк хурăн лартнă. Павлушкăнĕнчи И. Алексеев та çут çанталăк тусĕ. Ватă çын çырма-çатра тăрăхне 100 ытла çăка, пилеш йывăççи лартса хăварнă.

  Чăваш Сурăм шкулĕнче вĕренекенсем Шĕвĕш уйĕнче 9 пин йывăç лартнă. Вĕсенчен чылайăшĕ халĕ вăй илсе чĕрĕлнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 июля 2005
00:00
Поделиться