Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Объект ĕçлет, шыв тасалса тухать

Юлашки вăхăтра Элĕк район больницин тасатмалли сооруженийĕсем пирки сахал мар калаçрĕç. Тĕпрен юсаса çĕнетнĕскер нумаях пулмасть хута кайрĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн, район больницин тĕп врачĕн А. Платоновăн ку объекта çĕнетессишĕн тĕрлĕ çĕре çитме тиврĕ. Тăрăшни сая каймарĕ, тасатмалли сооружени палăртнă вăхăтра тепĕр хут ĕçлеме пуçларĕ. Çакна та асăнса хăвармалла: ЧР Президенчĕ Н. Федоров та, Элĕкри лару-тăрăва ăнланса илнĕ май, юсав ĕçĕсене пурнăçлама 600 пин тенкĕ уйăрса панă. Укçа-тенкĕ пуррине кура ĕç хăвăртлăхĕ те ÿснĕ:  строительсем стенана кирпĕчрен купаланă, штукатурка тунă, тăрă çут тимĕрпе витнĕ тата ытти ĕçсене те пурнăçланă. Темиçе уйăх каялла кунта йăлт урăхла пулнă: çуртăн хăрах стени ишĕлсе аннă, хăш-пĕр оборудованисем йĕркеллĕ ĕçлемен. Çапла вара больницăран килекен шыв тасалмасăрах юхан шыва лекнĕ. Халĕ ку сооружени витĕр пĕр кунра 200 кубла метр шыв тасалса тухать, çавна май юхан шыв та вараланмасть.

  Район больницин тĕп врачĕ А. Платонов тасатмалли сооружени объектĕнче пулса курнă май, строительсен ĕçне пысăк хак пачĕ, тав сăмахĕ каларĕ. Строительсем халĕ тепĕр ĕçе пикеннĕ – объект йĕри-тавра карта тытаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 июля 2005
00:00
Поделиться