Ачасем килĕшÿпе ĕçлеççĕ
Кăçал ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă утă уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен 260 ачана ĕç вырăнĕсем тупса панă. 173-шĕ ĕçе пикеннĕ те ĕнтĕ. «Родинăра» - 33-ĕн, «Новый путьре» - 28-ăн, «Волгăра» - 18-ăн, «Дружба» хуçалăхра 8-ăн ĕçлеççĕ. Çавăн пекех шкулсенче çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлес ĕçре вĕренекенсен тÿпи те пур. Районти вĕрентÿ управленийĕ урлă 67 ача хăйсем вĕренекен шкулсенче ĕçлеççĕ. Çул çитмен çамрăка ĕçпе тивĕçтернĕ чухне вĕсен çемьери лару-тăрăвне те шута илетпĕр. Кăçал шалти ĕçсен пайĕнче учетра тăракан 2 ачана вăхăтлăх шалу ĕçлесе илме май туса патăмăр. Ашшĕ-амăшĕ инвалид шутланакан 10 ачана ĕç тупса панă. Ĕçсĕр юлнисен, пĕчĕк тупăшлисен тĕпренчĕкĕсем, вĕсем 159-ăн, çуллахи каникулта çан-çурăмне хуçалăхсенче çирĕплетеççĕ.