Ачасене çĕнĕ шкул йышăнĕ
Юнтапа шкулĕ – кăçал ĕçе ямалли строительство объекчĕ. Пысăк стройка ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ.
Кунта «Агрострой» организаци ĕçченĕсем пысăк вăй хуни паллă ĕнтĕ. Çак кунсенче уйрăмах канăç çук вĕсен. Рабочисем ир-ирех автобуспа çула тухаççĕ. Унта каçхи 5-6 сехетченех тимлеççĕ вĕсем.
- Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне шкул ачисене йышăнма хатĕр пулĕ, - теççĕ строительсем.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета