Предприниматель пулăшĕвĕ
Тăван шкула манманни аванах. Пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă вĕрентекенсемпе пĕрлех çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парассипе ĕçлени уйрăмах пархатарлă. Йывăр вăхăтра шкула пулăшакансем вара çук мар.
Мăн Эменсен хăйсен вĕренекенĕпе мухтанма та майĕ пур. Иртнĕ çул шкула пĕр предприниматель 300 пин тенкĕ спонсорла пулăшу панăччĕ. Çавна май вĕренÿ çуртне самаях çĕнĕ сăн кĕртме май килчĕ. Кăçал та вăлах тепĕр 200 пин тенкĕ уйăрчĕ. Унпа çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленнĕ çĕрте анлă усă куратпăр.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета