Шкулсем те сотовăйпа усă курĕç
Информаци технологине сарас тĕлĕшпе республикăра ятарлă программа хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕ телефон çыхăнăвĕ япăх шкулсене сотовăй телефонсемпе тивĕçтерме палăртнă. Тăкакĕсене вара Вĕрентÿ министерствипе район администрацийĕн çурмалла саплаштармалла пулать.
Республикăра çак хăйне евĕрлĕ çĕнĕлĕхпе 60 шкулта усă курма палăртнă пулсан, пирĕн районти 6 шкул ку программăпа ĕçлĕç. Вĕсем – Вутлан, Карачура, Вырăс Сурăм, Юнтапа, Кĕçĕн Тăван, Питĕшкасси шкулĕсем.
Сотовăй çыхăну компанийĕ кашни шкула, программăпа килĕшÿллĕн, 77 сехет уйăрса парать, интернетпа çыхăнма та майсем пулĕç. Çавна май сим-картăсене районта 2772 тенкĕлĕх туяннă. Асăннă шкулсем телефонсем те илнĕ.