Çар пакунĕсен куравĕ
Элĕк районĕнчи литературăпа краеведени музейĕнче çар пакунĕсен тата çанă çинчи паллăсен куравĕ ĕçлет. Экспозицире 300 пакунпа 185 çанă паллисем (çар петлицисем, шевронсем, эмблема-паллăсем т.ыт.те) вырăн тупнă: казаксен тĕрлĕ çарĕсен офицерĕсемпе салтакĕсен, Раççейĕн революцичченхи çар училищисен курсанчĕсен, Вăхăтлăх правительствăра ĕçленĕскерсен, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хутшăннисен, Вермахтăн тата унăн пулăшуçисен паха япалисем.
Курав вăхăтĕнче çамрăксемпе тĕл пулу, шкул ачисемпе тематика занятийĕсем ирттерме палăртнă. Экспозицие пуянлатма Ураскилт çынни П.К. Терентьев та материалсемпе пулăшнă.
"Хыпар"