Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕкре ветерансене тĕнче шайĕнче сиплеççĕ

Элĕк тăрăхĕнче сывлăх сыхлавĕн пирвайхи учрежденийĕ 1885 çулта уçăлнă. Ун чухне Етĕрне уесĕнче халер чирĕ вăйлă алхаснă. 1927 çулта Элĕк салинче ятарлă больница çурчĕ уçăлнă. Вăл пысăках мар икĕ йывăç çурта пĕрлештерсе тăнă. Унта тухтăрта Чулхулари медицина институтĕнчен вĕренсе тухнă Федор Павлович Наумов тăрăшнă. Ăна Лука Константинович Дианский фельдшерпа тăватă санитарка тата кухня ĕçченĕ пулăшса пынă. Амбулатори çулталăкне 6-7 пин çынна йышăннă. Стационарта ача çуратмалли 3 тата 7 пĕтĕмĕшле койка пулнă.

  1931-1934 çулсенче районта çĕнĕ фельдшер пункчĕ, акушер пункчĕ, трахомăна хирĕç кĕрешекен пунктсем – тăваттă, шăл юсамалли кабинет уçнă. 1936 çулта стационарăн çĕнĕ çуртне хута янă. Ун чухне унта 27 тухтăр ĕçленĕ.

   Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн районти Вырăс Сурăм тата Ураскилт ялĕсенче участок больници уçнă. Вĕсенче кашнинчех сипленмелли 10-шар койка пулнă.

   1950 çул тĕлне районта тĕп больница, икĕ участок больници, фельдшер пункчĕсем – 18,  трахомăна хирĕç кĕрешекен пунктсем-14, колхозри ача çуратмалли икĕ çурт ĕçленĕ. 1963 çулта инфекци, 1977 çулта хирурги корпусĕсем хута кайнă.

  Халĕ районта сывлăх сывлăхĕн 34 учрежденийĕ ĕçлет. Вăл шутра – тĕп больница, Ураскилтри, Питĕшкассинчи, Шĕмшешри пĕтĕмĕшле врач офисĕсем, ыттисем – фельдшерпа акушер пункчĕсем. Тĕп больницăра пурĕ 7 уйрăм уçнă.

  Паянхи кунччен Элĕк район тĕп больницинче тĕп тухтăрта 18 çын ĕçленĕ. 1983 çултанпа ăна пĕр улшăнмасăр Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Анатолий Иванович Платонов ăнăçлăн ертсе пырать.

  Кăçал Чăваш Республикинче вăрçă инваличĕсемпе ветеранĕсене медицина пулăшĕвĕ парассине мĕнле йĕркеленине Мускавра Пĕтĕм Раççейри Ветерансен канашĕн президиумĕн анлă ларăвĕнче пăхса тухнă. Унта Чăваш Енри çак опыта ырланă, ăна пĕтĕм Раççейĕпех анлă сарма сĕннĕ. Кăçалхи авăн уйăхĕнчен пуçласа пирĕн республикăна çак опытпа паллашма Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен хăнасем килме пуçлаççĕ. Мĕнле паха опытпа паллаштарма пултаратпăр-ха эпир вĕсене;

  Çак тĕллевпе Чăваш Репсубликин Ветерансен канашĕн председателĕпе А.Ф. Филипповпа Чăваш Репсубликин сывлăх сывлăхĕн министрĕ Н.В. Суслонова ертсе пыракан комисии Элĕк районĕнче пулса курчĕ.

   Район больницин тĕп тухтăрĕ А.И. Платонов пĕлтернĕ тăрăх, халĕ районта 7023 çын медицина пулăшĕвĕ илнĕ чухне тĕрлĕрен çăмăллăхпа усă курать. Ку вăл районти пĕтĕм халăхăн 32,6 проценчĕпе танлашать. Район тĕп больницин стационарĕсенче вăрçă инваличĕсемпе фронтовиксене куллен медицина пулăшĕвĕ пама условисем пур. Шел те, районта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсен йышĕ уйăхсерен чакса пырать. Халĕ сыввисем пурĕ те 185 çын çеç.

   Кардиологи, терапи, хирурги уйрăмĕсенче вĕсене сиплеме кашнийĕнчех ятарласа 4-шар койка уйăрнă. Вĕсене кунта федерацин 132 саккунĕпе килĕшÿллĕн эмелсемпе тÿлевсĕрех тивĕçтереççĕ. Мĕнле эмел кирлĕ – пурте пур, вăл шутра Раççейри фармаци промышленноçĕ кăларакан хальхи вăхăтри чи паха эмелсем те. Сиплеме вара чăннипех те тĕнче шайĕнче сиплеççĕ. Çакна эпир хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. Сăмахран, вăл кун кардиологи уйрăмĕнче Сарпулат ялĕнчи 83 çулти Иван Осипович Осиповпа Кĕçĕн Тăванри 80 çулти Алексей Владимирович Владимиров выртатчĕç. Элĕкре пурăнакан Валерий Яковлевич Абрамов пенсионер вара кăнтăрлахи стационара бронхит чирĕнчен сипленме çÿрет. Пурте вĕсем тухтăрсен ĕçĕпе çав тери кăмăллă.

  Чăн та, Элĕкри тĕп больницăн ĕç-хĕлĕпе анлăрах паллашсан вĕсене чăннипех те ăмсанмалла. Кунта нумаях пулмасть евроюсав ĕçĕсем вĕçленнĕ. Пÿлĕмсенче икшер вырăн, телевизор, радиоприемник, холодильник, умывальник пур. Кун пекки Шупашкарти больницăсенче те çукрах. Уйрăмсен заведующийĕсем Светлана Митрофановна Иванова, Ирина Николаевна Эриванова, Алексей Андреевич Иванов ертсе пынипе тухтăрсем пурте хăйсен тивĕçĕсене – чыслăн пурнăçлаççĕ. Вĕсен ĕçне комисси членĕсем пысăка хурса хакларĕç.

Эпир çавăн пекех Ураскилтри пĕтĕмĕшле врач офисĕнче те пулса куртăмăр. Ăна 2002 çулхи раштавăн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕн «Чăваш Республикинчи ялсенче медицина пулăшăвĕ парассине малалла аталантармалли мерăсем çинчен» указĕпе килĕшÿллĕн уçнă. Кунта Римма Малинова тухтăр, Валентина Пузырникова, Роза Григорьева, Инна Калмыкова медицина сестрисем, Любовь Петрова санитарка, Лена Леонтьева фармацевт тăрăшаççĕ. Вĕсем таврари 8 ялти 2600 ылта çынна пăхса тăраççĕ. Çакна палăртма уйрăмах кăмăллă: кунти пациентсен йышĕнче çулталăка çитмен 18 ача. Кăçалхи çур çулта таврари ялсенче 12 ача çуралнă. Пĕлтĕр вара çулталăкĕпе те çакăн чухлĕ çеç пулнă.

   Элĕкре пулса курнă хыççăн çÿлерех асăннă комисси çапла пĕтĕмлетÿ турĕ: вăрçă инваличĕсемпе ветеранĕсен сывлăхне сыхлас ĕçри Элĕксен опычĕ чăннипех те пĕтĕм Раççей шайĕнче сарма тивĕçлĕ. Вĕсем никам умĕнче те намăс курас çук.



"Хыпар"
30 июля 2005
00:00
Поделиться