Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кооператорсем пĕр-пĕрин ĕçĕпе паллашрĕç

Районти потребительсен обществи республикăра кăна мар, Раççей шайĕнче те ÿсĕмсем туни паллă ĕнтĕ. Малтисен ĕç опычĕпе паллашас тĕллевпе юлашки çулсенче Элĕкре час-часах тĕрлĕрен семинар-канашлусем, ытти мероприятисем те иртеççĕ. Июлĕн 29-мĕшĕнче, эрнекун, районта каллех хăнасем пулчĕç. Ку хутĕнче кÿршĕри Красноармейски районĕнчи кооператорсем интересленчĕç элĕксен ĕçĕ-хĕлĕпе. Вĕсем район центрĕнчи суту-илÿ точкисене, улма-çырла комбинатне, хыççăн Юнтапари суту-илÿ комплексне çитсе курчĕç. Çав кунхинех, кăнтăрлаччен, районти суту-илÿ ĕçченĕсем, Красноармейскинче пулнă, кунти кооператорсен ĕçĕпе паллашнă.

   Наукăпа практика конференцийĕ икĕ енĕшĕн те усăллă пулчĕ. Унта Элĕкри тата Красноармейскинчи потребительсен обществисен ертÿçисем Ю.А. Харитонов, А.И. Димитриева хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕç. Чăвашпотребсоюз представителĕ Н.И. Наумова конференци ĕçне пысăк хак пачĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 августа 2005
00:00
Поделиться