Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пултаруллă çамрăк «Артекра» канать

Кăçал Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 60 çул çитнине анлă паллă турĕç. Вĕрентÿ учрежденийĕсем те ку пысăк ĕçрен аякра юлмарĕç. Шкулсенче вĕренекенсем сочиненисем çырчĕç, ытти тĕрлĕ конкурссене хутшăнчĕç. «Астăвăм канăç памасть пире» ятпа иртнĕ хайлавсен конкурсне районти тĕрлĕ шкулсенчен 80 ытла ĕç килнĕччĕ. Чи лайăххисене, вĕсем 12 пулчĕç, республикăна тăратрăмăр. Вăрçă темипе çырнă ĕçсенчен 5-шне Мускавра тишкернĕ.

Мăн Ямаш шкулĕнче вĕренекен Денис Матвеев ĕçне пысăк хак парса чысланăччĕ. Унăн вĕрентекенне, вырăс чĕлхипе, литературипе пĕлÿ паракан В.П. Барановăна тав сăмахĕ каланăччĕ. Çĕнтерÿçĕне «Артека» канма кайма путевка парассине те пĕлтернĕччĕ. Çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче Денис çула тухать, Хура тинĕс хĕрринче канĕ вăл.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 августа 2005
00:00
Поделиться