Юрă ĕçлекене вăй-хăват хушать
Çу кунĕсенче культура ĕçченĕсен алла усса ларма вăхăт çук. Кашниех аван ăнланать: хĕрÿ ĕçре пиçĕхекен ял ĕçченĕсене юрă-ташăпа савăнтарса вăй-хăват хушмалла.
Халĕ ялсенчи культура ĕçченĕсем пысăках мар коллективсем йĕркелеççĕ, концерт программа хатĕрлеççĕ.
Çав вăхăтрах районти культурăпа кану центрĕн художество ертÿçи В. Терентьева ертсе пынипе «Пучах» агитбригада хăш-пĕр хуçалăхсене çитнĕ. Юрă-ташă ăстисем «Мартынкинский», «Дружба», «Новый путь» хуçалăхсенче пулнă, концертпа савăнтарнă. Районти культура ĕçченĕсем эрнере икĕ хутчен ял çыннисене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета