Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Райпо - каллех пĕрремĕшĕ

 

   Ялсен социаллă пурнăçне лайăхлатнă çěрте районти потребительсен обществин тÿпи пысăк. Хăтлă суту-илÿ точкисем хушăнсах пыраççě. Вěсенче халăха куллен кирлě таварсем çителěклě. Ял çыннисен нушине тěпе хурса эмел курăксем тата ыттине те сутăн илессине йěркеленě.

   Райпо ÿсěмě куç умěнчех. Коллектив иккěмěш квартал кăтартăвěсемпе те Раççей шайěнче пěрремěш вырăна тухнă.   

Çав ятпа Элěке Ю.А.Харитонов ячěпе Мускавран савăнăçлă телеграмма çитнě. Центросоюз председателě Ермаков кооператорсене пысăк çитěнÿ тунă ятпа саламланă малашне те ăнăçлă ěçлеме ырă суннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 августа 2005
00:00
Поделиться