Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ентешĕмĕре – хисеплĕ ят

ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров кăçалхи сентябрĕн 2-мĕшĕнче йышăннă указпа килĕшÿллĕн, ĕçри ÿсĕмсемшĕн тата нумай çул ырми-канми тăрăшнăшăн, хамăр республикăн финанс министрĕн çумне – ЧР Финанс министерствин казначейство управленийĕн начальникне Р.М. Быковăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ» хисеплĕ ят панă.

  Рена Марковна Быкова (Дмитриева) пирĕн ентеш, Кĕçĕн Тукташ ялĕнче çуралса ÿснĕ, Мăн Тукташри пуçламăш, Ураскилтри вăтам шкулсенче пĕлÿ илнĕ. Каярахпа Шупашкарти планпа экономика техникумне, 1984 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Элĕк районĕн больницинче тĕп бухгалтер çумĕнче, райсовет ĕçтăвкомĕн финанс пайĕн тĕп бухгалтерĕнче вăй хунă, 1974 çултанпа Шупашкарта – Финанс министерствинче ĕçлет. РФ финанс службин отличникĕ. Чăваш Республикин, Раççей Федерацийĕн Финанс министерствин Хисеп грамотисемпе наградăланă.

  Р.М. Быкова çак кунсенче хăйĕн 55 çулхи юбилейне паллă турĕ. Хамăрăн ĕçчен те маттур ентешĕмĕре хисеплĕ ята тивĕçнĕ май тата çуралнă кун ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, кулленхи ĕç-хĕлте ăнăçу сунатпăр.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 сентября 2005
00:00
Поделиться