Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Газ ĕçченĕсем ăмăртура

  «Чувашсетьгаз» организацин ĕçченĕсем çулсерен хăйсен професси уяв кунĕ тĕлне çуллахи вăйăсен спартакиадине йĕркелеççĕ. Çавна май районти филиалсенче ĕçлекенсем ăмăртăва тухаççĕ. Кăçал авăн уйăхĕн виççĕмĕшĕнче Шупашкарта иртрĕ ăмăрту. Тĕрлĕ районсенчен 16 команда килсе çитнĕ унта. Эпир 12 çынран тăракан ушкăн, япăх мар кăтартусемпе таврăнтăмăр. Çăмăл атлетикăра та, канат туртнă çĕрте те, футболла выляссипе те çитĕнÿсем турăмăр. Акă «Элĕкгазра» монтерта ĕçлекен С.Г. Петров 40 çултан иртнĕ арçынсем йышĕнче 400 метр чупассипе пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Çавăн пекех З.Т. Павлова 40 çултан иртнĕ хĕрарăмсем йышĕнче 100 метр ăмăртса финиша чи малтан çитрĕ. Вĕсем дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç. Пĕтĕмĕшле кăтартусем тăрăх команда иккĕмĕш вырăна тухрĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 сентября 2005
00:00
Поделиться