Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хăнасем – фермерсем патĕнче

  Районти фермер хуçалăхĕсем чылайăшĕ çĕр улмипе ĕçлеççĕ. Вĕсем: В.Д. Журавлев, Г.М. Исаев, В.Н. Иванов, В.Н. Узянов, А.И. Петров «иккĕмĕш çăкăра» 304 гектар çинче лартса ÿстернĕ.

  Çак эрнере приĕн района Етĕрне районĕнчен опытпа ылмашма вăхăтлăха район ертÿçин ĕçне туса пыракан В.Б. Шуверовпа хуçалăх ертÿçисем тата предпринимательсем килсе çитрĕç. Вĕсем В. Журавлевпа Г. Исаев фермерсен çĕр улми анисем çинче пулчĕç, ĕç технологийĕпе паллашрĕç, кăтартусемпе кăсăкланчĕç. Хăнасем Элĕк районĕнчи фермерсем çĕр улми туса илессипе аван ĕçленине палăртрĕç. Вĕсем пысăк репродукциллĕ çĕр улми вăрлăхĕсене илме килĕшÿсем турĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 сентября 2005
00:00
Поделиться