Шкул тăхăр класлă çеç юлнă
Вутланти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти аслă классене кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулне ачасем сахалрах пынă: пĕрисем хулана, теприсем райцентра вĕренме кайнă. Çакă район администрацине те, вĕрентÿ управленине те шухăшлаттарма пуçланă. Района ертсе пыракансен шкула пырса кайма тивнĕ. Вĕсем вĕрентекенсемпе тата ашшĕ-амăшĕпе калаçнă хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă: шкула тăхăр класлă кăна хăвармалла. Район пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Н. Сергеев Вутлан шкулне реорганизаци тăвасси пирки сентябрĕн 13-мĕшĕнче йышăну кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн сентябрĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа вунпĕр мар, тăхăр класс таран вĕренмелле тунă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета