Путевкăсемпе тивĕçтернĕ
Çу кунĕсенче ачасене лагерьсенче канма путеквăсемпе тивĕçтертĕмĕр. Халĕ вара ытларах чирлисемпе инвалидсем çине тимлĕх уйăратпăр. Акă, иртнĕ тапхăрта тăватă ача-инвалида «Лесная сказка», «Чайка» лагерьсене канма кайма путевка патăмăр. Тĕрлĕ чирпе учетра тăракан 14 ача вара хăйсен сывлăхне «Жемчужинăра» çирĕплетрĕç. Виçĕ вăрçă ветеранне, çапăçусене хутшăннă икĕ ветерана та путевкăсемпе тивĕçтернĕ. Ĕçе пула чире кайнă 48 çынăн ыйтăвĕсене те пăхса тухнă. «Чувашия» санаторие сипленме кайма путевка путевка панă. Чирлисен ыйтăвне тивĕçтерессипе малалла та ĕçлетпĕр.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета