Ватă çынсене чыслĕç
Йăлана кĕнĕ ватă çынсен кунĕ çывхарса килет. Ăна сентябрĕн 30 тата октябрĕн 1-мĕшĕсенче районти пур хуçалăхсенче, предприятисенче, учрежденисемпе организацисече те ирттермелле.
Уяв кунĕсенче ватă çынсем валли хăш-пĕр çăмăллăхсем пулĕç. Сăмахран, сентябрĕн 30 тата октябрĕн 1-мĕшĕсенче ватăсем Элĕкри йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен предприятири парикмахерскинче çÿçе тÿлевсĕр кастарма пултараççĕ. Октябрĕн 1-2 мĕшĕсенче пенсионерсем Элĕкри мунчана йÿнĕ хакпа кĕрĕç.
Сентябрĕн 30-мĕшĕнче Элĕкри, Вырăс Сурăмĕнчи, Шĕмшешри ветерансен çурчĕсенче тематика каçĕсем пулаççĕ.
Октябрĕн 1-мĕшĕнче Элĕкри культурăпа кану центрĕнче «Ватлăх кÿтĕр хÿтлĕх» ятпа литературăпа музыка композицийĕ, тĕп библиотекăра «Çепĕç сăмах – ырă кăмăл çăлкуçĕ» тĕлпулу иртеççĕ.
Çавăн пекех октябрĕн 1-мĕшĕнче «Новый путь» хуçалăх столовăйĕнче «Ватлăх пăхнăшăн куçран питĕ хытă ан кулян» тематика каçĕ пулать. Татмăшри ялти клубра «Манас марччĕ сире ватăсем» литературăпа музыка композицийĕ пулмалла. Мăн Ямашри культурăпа сывату центрĕнче «Ватлăх савăнăç пултăр» концерт иртмелле.