Операци вăхăтĕнче икĕ инкек пулчĕ
«Автобус» операци вăхăтĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăснă 11 тĕслĕх тупăнчĕ. Кусем ытларах пĕчĕк кăлтăксемпе çыхăннă.
Тĕрĕслев тапхăрĕнче траспорт рулĕ умне (ытларах çăмăл машинăпа) хĕрĕнкĕ пуçпа ларнă 14 водителе тытса чарма тиврĕ. Çавăн пекех икĕ инкек пулса иртрĕ. Мăн Ямаш ялĕнче кăшман турттаракан ГАЗ-52 автомашина ачасемшĕн вылямалли тетте вырăнĕнче курăннă пулмалла. Василий Никитинпа (6 çулта) Дмитрий Моторин (4 класа çÿрет) автомашина хыçне чупса çитсе çакăнса ларса ярăнса кайма шутланă. Пурнăçланă вĕсем çакна. Анчах та траспорт хăвăртлăха пысăклатса пынăран В. Никитин ÿксе юлать, пуçне амантать. Д. Моторин вара автомашина çул çаврăмне çитсен, хăвăртлăха чакарсан, йĕркеллех анса юлать.
Иккĕмĕш инкек вара вăл Етĕрне-Нурăс автотрасса çинче пулса иртрĕ. ВАЗ-2106 автомашина хуçи А. Герасимов руль управленине тытса чарайман пирки кювета сикнĕ. Юнашар ларса пыракан О. Мурзакова пассажир суранланнă. Больницăна леçме тивнĕ.